Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Клуххуй лаша

Ялти пӗр фермер, хӑй хуҫалӑхӗнче ӑйӑр усраканскер, мӗн пур ӗҫе калаҫса-татӑлса, килӗштерсе туса пурӑнакан тус-юлташӗ патне ҫитсе килме, хӑйпе пӗрле арӑмне те илсе хӑнара пулма, татах та ҫывӑхланма тӗв тӑвать.
Шутланӑ — тунӑ, ҫула тухнӑ. Кӑмӑлӗ тулнӑскер, арӑмне хирӗҫ ларса пынӑ май, шӳт тума юратаканскер, чӑтаймасть: "Лайӑх лаша кӳлсе тухсан, пӗкки витӗр пӑхса пырсан, ай-тур-тур, чунӑм савӑнать. Лайӑх арӑм лартса тухсан, хире-хирӗҫ пӑхса кулсан, ай-тур-тур, чунӑм савӑнать", — тесе юрласа ярать. Ӑйӑрӗ ытлашшипех мӑнтӑрланса ҫитнӗрен, чылай хушӑ кӳлменрен, ҫулшӑн тунсӑхласа ҫитнӗрен ӗрӗхтерсе кӑна пырать.
Ҫаксен ӑйӑрӗ, тарӑн ҫырма урлӑ каҫнӑ чухне ахаль те ҫилпе вӗҫтерсе пыраканскер, анаталла аннӑ май пушшех те хуҫине итлеме пӑрахать. Ӑнсӑртран кӗмсӗрт тенешкел, упӑшки лашин тилхепине мӗнлерех хытарса, ҫӑварлӑхӗнчен туртса чарасшӑн пулин те итлемест: витере чылай тӑрса, япӑхса ҫитмен-и-ха. Унччен те пулмасть ҫуни пӗр сакӑлтана лекет те арӑмӗ лав ҫинчен вӑркӑнса ҫеҫ юлать, лаши тӑвалла ӗрӗхтерсе ҫеҫ улӑхса каять. Арӑмӗ, сехри хӑпса тухнӑскер, ҫырма варринче ҫӑри-ҫари кӑшкӑрса упӑшкинчен пулӑшу ыйтать.
Ҫапах та тарӑн ҫырман тепӗр ҫыранне хӑпарсан упӑшки лашине чарать-чаратех: "Клуххуй лаша пулӗ эсӗ, канальӑ. Мӗн, ытла лайӑх тӑрантарнипе хуҫуна та паллами пултӑн-им, йоккӑр-маккӑр", — тесе ятлаҫать. Ҫапах та упӑшкипе арӑмӗ тус-юлташӗ патне чиперех ҫитеҫҫӗ. "Ӑт, ӑйӑра ытлӑн-ҫитлӗн тӑрантар. Клуххуях тухнӑ мар-и-ха, хуҫи мӗн хушнине хӑлхине те чикмест. Юрать-ха, ал-урасене хуҫмарӑмӑр, явӑл ӑйӑрӗ", — тесе инкек-синкекрен чиперех хӑтӑлса юлнишӗн савӑнса та илеҫҫӗ.
Чӑвашсем "клуххуй лаша" тесе вӑйлӑ та ҫамрӑк, мӑнтӑр, витере ӗҫсӗр чылай тӑрса япӑхса ҫитнӗ, ҫулта турта хушшинче пулин те, хуҫине итлемесӗр ӗрӗхсе кайнӑскере ҫапла калама хӑнӑхнӑ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-03-08 19:26:23 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3870 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем